Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Ҫак кунсенче чӑваш ЧНК хастарӗ, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрӗ Юрий Зорин ҫур ӗмӗрне паллӑ тунӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслани пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Юрий Александрович Чӑваш наци конгресӗн «Сывӑ наци» комитетне ертсе пынӑ май ҫамрӑк ӑрӑва спортпа явӑҫтарас енӗпе ырми–канми ӗҫлени пирки ӗнентерет ЧНКн пресс-служби. Вӑл тӑрӑшнипе ялӗсемпе хуласенче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ иккен. Пирус туртнин, эрех ӗҫнин тата ытти усал япала сиенӗ пирки Юрий Зорин вӗренӳ учрежденийӗсенче усӑллӑ калаҫусем нумай ирттерет-мӗн.
2007 ҫулта Юрий Александровича Куслакка ентешлӗхӗн ертӳҫине суйланӑ. Ю. Зорин тӑрӑшнипех пӗлтӗр Куславкка районӗн сумлӑ энциклопедийӗ кун ҫути курнӑ иккен.
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, президиумӑн пайташӗсем тата ӗҫ тӑвакан комитет Зорина ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламласа шупӑр парнеленӗ, малашне те пархатарлӑ та яваплӑ ӗҫӗнче хастар пулма суннӑ.
Чӑваш «Айболичӗ» тесе Зорин тухтӑр пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби калать.
Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн М.В. Игнатьевӑн хушӑвӗпе Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташне, «Сывӑ наци» комитет ертӳҫине, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрне Юрий Зорина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Юрий Александрович Зорин 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. 1992-мӗш ҫулта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗн дипломне алла илнӗ те юратнӑ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Юрий Зорин тухтӑра 2005 ҫулта Чӑваш Республикин Стоматологи ассоциацийӗн вице-президентне суйлаҫҫӗ, 2010 ҫулта вӑл «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» ята илнӗ.
Канмалли кун пулнине пӑхмасӑрах ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев виҫӗ района ҫитнӗ. Вӑл Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчи депутатсен пухӑвӗсен ларӑвӗсене хутшӑнса тӗрлӗ шайри «халӑх тарҫисемпе» тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «сумлӑ, хисеплӗ ҫынсемпе» тӗлпулнӑ.
Унччен Элтепер ҫитнӗ ытти районти евӗрех Элтеперпе пӗрле министрсем те ҫула тухнӑ. Хальхинче экономика министрӗ Владимир Аврелькин, культура минситрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗн ертӳҫи Сергей Димитриев пулнӑ.
Экономика тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май ҫӗршыв экономика тӗлӗшӗнчен ансат мар лару-тӑрура пулнӑ май республикӑн пӗтӗмӗшле хыснине те ҫӗнӗрен шутлама тивет, ҫавна май муниципалитетсемпе ял тӑрӑхӗсенне те тепӗр хутчен пӑхса тухма тивнине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (41)
Куславкка районӗнчи Тӗмшер ял тӑрӑхӗнче отчет концерчӗ иртнӗ. Ирина Ефремова, Лариса Мотова тата Маргарита Белова Юрий Трифонов ертсе пынипе хитре темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Ача-пӑча юррисем те пулнӑ репертуарта. Тӗмшерти тулли мар вӑтам шкулта вӗренекен Яна Репова, Ольга Городскова, Анастасия Николаева юрланӑ. Мария Трофимова юрланине те куракансем ырласа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Аккордеонпа Иван Карамзин каланӑ. Пилешкассинчи клубӑн «Пилеш» ансамблӗ «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑпа куракан патне тухнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн «Улах» фольклор композицине кӑтартнӑ. Районти конкурссен ҫӗнтерӳҫи — «Асамлӑ ачалӑх» ансамбль ял ҫыннисене «Вӑрманта, ҫырлара» хавас ташӑпа савӑк кӑмӑл кӳнӗ. «Шурӑ хурӑн» ансамбль те куракансен кӑмӑлне кайма тӑрӑшнӑ. Кашни номере вӑл слайдпа пуянлатнӑ.
Сӑнсем (5)
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех?
Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ.
Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%.
Нумаях пулмасть Куславкка районӗнчи культура ҫуртӗнче ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Калейдоскоп талантов» тата «Ташша яра пар» конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм юрӑҫӑсем те, шкул ачисем те хутшӑннӑ. 5 ҫултан пуҫласа 35-ри таранах сцена ҫине тухнӑ. Тӑватӑ номинаципе иртнӗ. Халӑх вокалне «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, «Шевле» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Эстрада вокалне чылаййӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Дарья тата Полина Мораньковсем, Мария Романова, Диляра Нуруллина, Ангелина Сорокина…
Вокал ансамблӗсенче «Улыбка», «Снежинки» вокал ансамблӗсем, «Асамат» вокал дуэчӗ, «Волшебное детство» тата «Пчелка» дуэтсем хутшӑннӑ. Кашниех икшер юрӑ юрланӑ.
Хореографи номинацийӗнче «Подсолнух», «Созвездие», «Молния» тата ытти ташӑ ансамблӗсем сцена ҫинче ташланӑ.
Фестиваль пилӗк сехете тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (86)
Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.
Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.
Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.
Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |